+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Çакăн пирки Пишпÿлек тĕп район больницин главнăй врачĕ Марат Абдуллин каласа пачĕ.
Стоматологи пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатма больница хӑйӗн укçи-тенкипе стоматологсем валли ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ. Рентген стоматологи установки — питех те пӗчӗк рентгенпайăрка паракан прибор. Халӗ врач сӑнавсем ирттерет, ӳкерчӗке вырӑнтах пӑхать. Пациента кресло ҫинчен тӑма та кирлӗ мар. Район больницин шӑл тухтӑрӗсем хӑйсем ҫак тӗпчев этем организмӗшӗн хӑрушлӑхсӑррине, çын ҫулӗпе те, ытти аспекчӗсемпе те хирӗҫлевсем çуккине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Карина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ИВАНОВА.