Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
7 Сентябрӗн 2022, 12:21

Радий Хабиров Бирскра поликлиника уçнă çĕре хутшăннă

Эпир ӑна тума сӑмах патӑмӑр, хамӑр сӑмаха тытрӑмӑр, — ҫырать Радий Хабиров.

Радий Хабиров Бирскра поликлиника уçнă çĕре хутшăннă
Радий Хабиров Бирскра поликлиника уçнă çĕре хутшăннă

Тӑватӑ хутлӑ ҫӗнӗ поликлиникӑна тахҫанах Бирск районӗнче пурӑнакансем кӗтнӗ. Кун ҫинчен Пушкӑрт пуҫлӑхӗ паян, сентябрӗн 7-мӗшӗнче, соцсетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗн икӗ уйрӑм алӑк – ҫитӗннӗ тата ача-пӑча поликлиникине. Тӑватӑ хутлӑ ҫуртра лифтсем пур, чирлӗ пациентсем врачсем патне пыма ункайлă пултăр тесе пурне те тунӑ.

— Эпир ӑна тума сӑмах патӑмӑр, хамӑр сӑмаха тытрӑмӑр, — ҫырать Радий Хабиров. — Поликлиника 54 пин ҫынна, ҫав шутра 13 пин ачана пӑхӗ. Кунта хальхи лайӑх оборудование лӑртнӑ: эндоскоп, офтальмологи, эксперт класӗн УЗИ аппарачӗсем пур. Хӑйӗн лабораторийӗ пур. Чи кирли — кунта питӗ лайӑх врачсемпе медсестрасем ӗҫлеҫҫӗ.  

Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировăн социаллă сетĕнчи страницинчен.

"Республика Башкортостан" хаçат информацийĕпе.

Радий Хабиров Бирскра поликлиника уçнă çĕре хутшăннă
Радий Хабиров Бирскра поликлиника уçнă çĕре хутшăннă
Радий Хабиров Бирскра поликлиника уçнă çĕре хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: