Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
23 Декабрӗн 2022, 13:10

Пушкӑрт ял медучрежденийӗсен врачӗсене виҫӗ миллион тенкӗ таран тӳлеме пултараҫҫӗ

ПР Сывлăх сыхлав министерстви хатӗрленӗ тивӗҫлӗ проекта регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ырланӑ.

Правительство премьер-министрӗн ҫумӗ – ПР финанс министрӗ Лира Игтисамова палӑртнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем, ансӑр специалистсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма тата ял ҫӗрӗнче ӗҫлеме юлччӑр тесе пулӑшу мерисем янӑ.
Пушкӑрт сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Айрат Рахматуллин каланӑ тӑрӑх, виҫӗ ҫул хушшинче специалистсем миллионшар тенкӗ илеҫҫӗ. Кун пек чухне ялта пилӗк ҫултан кая мар ӗҫлемелле пулать. Министр каланӑ тӑрӑх, медиксене "Земство тухтӑрĕ" программа пулӑшнипе те пулӑшаҫҫӗ. Ӑна пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен кӑна мар, регион бюджетӗнчен те укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ҫитес ҫул тӳлеме 230,5 миллион тенкӗ хывнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑрт ял медучрежденийӗсен врачӗсене виҫӗ миллион тенкӗ таран тӳлеме пултараҫҫӗ
Пушкӑрт ял медучрежденийӗсен врачӗсене виҫӗ миллион тенкӗ таран тӳлеме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: