Уфара хоспис уҫас ыйтăвĕсене пурне те татса панӑ. Кун пирки Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи май варринче медицина учрежденине хута ямалли акт хатӗр пулать. Июльте хоспис хӑйӗн малтанхи пациенчӗсене йышӑнать.
Хоспис 60 вырӑнлăх — 20 ача тата 40 асли валли палӑртнӑ.
"Анчах мӗн кирлине пурне те тӑвӑпӑр. Ҫурт пысӑк пулчӗ — 13 пин тӑваткал метр ытла, кирлӗ пулсан койка фондне ӳстерме пулать. Пушкӑртстанри медуниверситетпа медицина колледжӗсемпе Уфари хоспис никӗсӗнче паллиативлӑ пулӑшу кафедри тӑвасси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр. Кунта наука, вӗренӳ тата волонтер центрӗ пулĕ тесе калама пулать", - тесе ҫырнӑ Радий Хабиров хӑйӗн соцсетӗнче.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ хоспис тунӑ ҫӗре хутшӑннисене пурне те тав тунӑ.
"Пирӗн хоспис - пин-пин ҫыннăн пӗрлехи ӗҫĕ, вӗсем ӑна пуринчен ытла кирлӗ ҫынсене пулӑшма алӑ тӑснӑ. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшакансене пурне те тавтапуҫ", — тенӗ Радий Хабиров.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-04-24/radiy-habirov-v-ufe-hospis-zarabotaet-v-mae-v-iyule-on-primet-pervyh-patsientov-3232530
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.