Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
21 Декабрӗн 2023, 12:34

Пишпÿлек районӗнчи тӗп больница куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ медицина комплексӗн уҫҫине илнӗ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче, Уфара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров куҫса ҫӳрекен 14 ҫӗнӗ медицина комплексӗн уҫҫисене тыттарнӑ.

Пишпÿлек районӗнчи тӗп больница куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ медицина комплексӗн уҫҫине илнӗ
Пишпÿлек районӗнчи тӗп больница куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ медицина комплексӗн уҫҫине илнӗ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче, Уфара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров куҫса ҫӳрекен 14 ҫӗнӗ медицина комплексӗн уҫҫисене тыттарнӑ. Вӗсене федераци бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе туяннӑ, мӗнпур автомобиле Раҫҫейре кăларнă. Ҫӗнӗ куҫса ҫӳрекен медицина комплексӗсем Бакалă, Пишпÿлек, Киги, Краснокама, Мишкин, Языково, Ишимбай, Мелеуз, Дюртюли, Толбазă районти тӗп больницӑсене, ҫавӑн пекех Нефтекамск, Стерлитамак тата Уфа больницисене кӗрӗҫ.
Куҫса ҫӳрекен мобильлĕ комплекссем – куҫса ҫӳрекен модульлĕ госпитальсем, вӗсемпе тухмалли условисенче е инфратытӑм ҫук чухне медицина пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ. Медицина комплексӗсен комплектацийĕ ачасемпе ҫитӗннӗ халӑха сиплевпе диагностика пулӑшӑвӗн тӗрлӗ тӗсӗсене тивӗҫтерме май парать.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-12-20/radiy-habirov-vruchil-klyuchi-ot-14-novyh-peredvizhnyh-meditsinskih-kompleksov-3574782

 

Пишпÿлек районӗнчи тӗп больница куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ медицина комплексӗн уҫҫине илнӗ
Пишпÿлек районӗнчи тӗп больница куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ медицина комплексӗн уҫҫине илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: