Çутă çул
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
25 Декабрӗн 2023, 10:19

ФАП ялсем тӑрӑх кайĕ

Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн автопаркне куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗпе пуянлатнӑ.

ФАП ялсем тӑрӑх кайĕ
ФАП ялсем тӑрӑх кайĕ

Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн автопаркне куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗпе пуянлатнӑ.
Декабрӗн 20-мӗшӗнче Пишпÿлек тĕп район больницӑри тӗп врач Марат Абдуллин Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗнчен Радий Хабировран куҫса ҫӳрекен медицина комплексӗн уҫҫине илнӗ. Ҫӗнӗ медтехникăна федераци укҫи-тенкипе туяннӑ. Ӑна районти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пурӑнакансене, стационарлӑ медицина учрежденийӗ ҫук ҫӗрте, тухӑҫлӑ медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ.
Куҫса ҫӳрекен медицина комплексӗ, тӗрӗссипе каласан, "Газель" автомобиль никĕсĕ ҫинче — кустӑрмаллӑ ФАП. Мобильлӗ фельдшерпа акушер пунктне автономи электроснабженийӗпе, ӑшӑпа, кондиционерпа тивĕçтернӗ, пациентсене пӑхма тата лаборатори тӗпчевӗсем ирттерме май паракан медицина оборудованийӗпе пуянлатнӑ. Кӗскен каласан, ку чӑн-чӑн мини-поликлиника. Автомобиль салонне икӗ кабинета уйӑрнӑ: пӗрремӗшӗнче пациентсене йышӑнаҫҫӗ, иккӗмӗшӗнче - тӗпчев валли биоматериала пӑхса тухаҫҫӗ.
Куҫса ҫӳрекен ФАП тухӑҫлӑ пулӑшӑва ӳстерме май парать — халӗ халӑх пурӑнакан аякри вырӑнсенче пурӑнакансем ӑна, калас пулать, килтен тенĕ пек илсе тӑрӗҫ. Мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ҫирӗплетнӗ график тӑрӑх тухса каять, халӑха маларах пӗлтерĕç. Унпа диспансеризаци, профосмотрсем тата вакцинаци ирттерме усӑ курӗç, вӑл пулӑшнипе ФАП заведующийӗсем, участокри врачсемпе ансӑр специалистсем тухмалли меслетсем ирттерӗҫ, пысӑк ӑсталӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе сахал мобильлӗ пациентсене пулӑшӗҫ. Ҫапла вара районта пурӑнакансемшӗн медицина пулӑшӑвӗ лайӑхрах та пахалӑхлӑрах пулса тӑрӗ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.

 

ФАП ялсем тӑрӑх кайĕ
ФАП ялсем тӑрӑх кайĕ
ФАП ялсем тӑрӑх кайĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: