Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
5 Нарӑсӑн , 10:49

Видеоҫыхӑнупа Путин ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнче ҫӗнӗ онкоцентр уҫнӑ

#владимирпутин

Видеоҫыхӑнупа Путин ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнче ҫӗнӗ онкоцентр уҫнӑ
Видеоҫыхӑнупа Путин ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнче ҫӗнӗ онкоцентр уҫнӑ

#владимирпутин

Владимир Путин эрнекун, февралӗн 2-мӗшӗнче, Тула хулине пынӑ чухне видеоконференци çыхăну йӗркипе Пушкӑртстан Республикинче, Саха Республикинче (Якути) тата Томск облаҫӗнче ҫӗнӗ онкологи центрӗсем уҫасси ҫинчен пӗлтернӗ.

"Ку вӑл пирӗн граждансен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упраса хӑвармалли тата тепӗр утӑм. Ҫак комплекссене туса хатӗрлес тата пуянлатас ӗҫе хутшӑнакансене пурне те тав тӑвас тетӗп", - палӑртнă вӑл.

Маларах çак кун Путин Тула хулинчи онкологи центрне ҫитсе унӑн работникӗсемпе паллашни паллӑ пулнă. Раҫҫей лидерӗ медицина учрежденийӗнчи хальхи оборудование палӑртнӑ. Онкоцентр ҫуртне "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче туса лартнӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/73370

https://iz.ru/1644244/2024-02-02/putin-po-videosviazi-otkryl-novye-onkotcentry-v-trekh-regionakh-strany

 

 

Видеоҫыхӑнупа Путин ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнче ҫӗнӗ онкоцентр уҫнӑ
Видеоҫыхӑнупа Путин ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнче ҫӗнӗ онкоцентр уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: