Видеоҫыхӑну канашлӑвӗнче Владимир Путин Раҫҫейри темиҫе регионта сывлӑх сыхлавӗн ҫӗнӗ объекчӗсене уҫнă çĕре хутшӑннӑ.
Сӑмахран, эфирта Уфара туса лартнӑ ача-пӑча онкологийӗпе гематологи центрӗн ӗҫне старт панӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, туса лартнӑ центр республикӑри чи пысӑк технологиллӗ объектсенчен пӗри пулса тӑнӑ, вӑл 21 ӗмӗр требованийӗсене тивӗҫтерет. Халӗ пысӑк тухӑҫлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ ачасем ӑна килте, Пушкӑртстанра, илме пултараҫҫӗ.
Центрта вырнаҫтарнӑ оборудовани шӑмӑ мимине куҫарса лартма, онкологие сиплеме, клетка технологийӗсемпе ӗҫлеме пулӑшӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроекта пуҫарнӑ Раҫҫей президентне, ҫӗршыв правительствине, ҫавӑн пекех федерацин Сывлăх сыхлав министерствипе унӑн ертӳҫине Михаил Мурашкона пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Хӑй енчен Владимир Путин ачасен сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвӗ – патшалӑхӑн тĕп тивӗҫӗ пулнине палӑртнă. Президент Уфа ҫӗнӗ медцентрӗпе интересленнӗ. Объекта врачсемпе 85%, вӑтам медперсоналпа 88%комплектланă иккен.
Юлашкинчен Владимир Путин республикӑри ача-пӑча онкологийӗпе гематологи центрӗн коллективне ӑнӑҫу тата ырлӑх суннă.
Сăнÿкерчĕкĕ: https:/t. me/radiyhabirov