Раҫҫей Сывлăх сыхлав министерстви регионсенчен килнӗ сӗнӳсене тӗпе хурса медработниксен должноҫӗсен ҫӗнӗ тӗслӗхлӗ переченьне йӗркелесе ҫирӗплетнӗ, вӗсене улăштарнă чухне "Земство докторĕ" тата "Земсство фельдшерĕ" программӑсемпе тӳлеме параҫҫӗ.
Ҫӗнетнӗ перечене аллерголог-иммунолога, ача онколог-гематолога, врач-остеопата, чӗрепе юн тымарӗсен хирургне, стоматолог-ортопеда, торакаллӑ хирурга, физикапа реабилитаци медицинин врачне, эпидемиолога кӗртнӗ.
Ҫавӑн пекех врач амбулаторийӗсен тата пӗтӗмӗшле врачсен практикин центрӗсен акушеркисемпе акушерĕсем, медицина сестрисемпе медбратсем тÿлев илĕç.
Тӳлев программи шайӗнче:
- врачсене 1 млн тенкӗрен пуҫласа 2 млн тенкӗ таран;
- вӑтам медперсонала 0,5 млн тенкӗрен пуҫласа 1 млн тенкӗ таран тÿлĕç.