Пушкӑрт тухтӑрӗсем тунӑ чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен ПР сывлӑх сыхлав министрӗ Айрат Рахматуллин социаллӑ сетьсенче каласа панӑ. Аса илтеретпӗр, Пишпÿлек районӗнче петарда ҫурӑлнипе пӗр ача кивӗ Çĕнĕ çул кунĕсенче аманнă. Темиҫе залп мӗншӗн ӗҫлеменнине тӗрӗслес тесе, вӑл ун патнелле пӗшкӗннĕ те, çав самантра петарда персе янă, ачана пуҫĕнчен йывăр амантнă. Икӗ эрне тăршшĕ вӑл пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ, ҫӗнтернӗ. Республикӑри ача-пӑча клиники больницин специалисчӗсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ, халӗ вăл "Салютра" реабилитаци мероприятийӗсем иртет.
Ачана чи малтан Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑра, хирургилле васкавлӑ пулăшу ирттернӗ. Специалистсем пациента санитари авиацийӗн учетне тӑратнӑ та республикӑри ача-пӑча нейрохирургӗпе Айрат Тимершинпа темиҫе хутчен телемедицина консультацийӗ ирттернӗ. Пациента вертолетпа Уфана васкавлă куҫарма йышӑннă. РДКБ медикĕсем кӑткӑс операци тунă.
"Организмӑн мӗнпур функцине май килнӗ таран сыхласа хӑварас тесе специалистсем медицина реабилитацийӗн пӗрремӗш тапхӑрне реанимацире ирттерме пуҫланă. Вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ сипленнине пула пациентӑн лайӑх динамика пуçланнă. Эмеллеме тата медреабилитаци иртме ачана "Салют" реабилитаци комплексне куҫарнӑ. Невролог, реабилитолог, логопед, эрготерапевт, физиотерапевт тата физика терапевчӗн ӗҫне хутшӑнакан мультидисциплинӑна пӑхӑнса ӗҫлени чуна пырса тивекен результатсем кӳнӗ. Халӗ ача самаях лайӑхланнине кӑтартать: хӑй тӗллӗн кашӑкпа ҫиет, ларать, куҫса ларать, малтанхи утӑмсем тӑвать, калаçнине ӑнланать, çăмăл командӑсене пурнӑҫлать, — каласа парать Айрат Рахматуллин. — Паян эпӗ ачана пӑхса тухрӑм, унӑн аллине чӑмӑртарӑм. Алӑ тытни хальлӗхе ҫирӗп мар-ха, анчах эпир реабилитаци малалла ӑнӑҫлӑ пуласса шанатпӑр".
https://www.bashinform.ru/news/medicine/2025-02-26/v-ufe-vrachi-pobedili-v-borbe-za-zhizn-izuvechennogo-petardoy-malchika-4137622