

#владимирпутин
Раҫҫей президентне Владимир Путина «Все для Победы!» Халӑх фрончӗн форумӗн Курск облаҫӗнче ӗҫлекен, бронежилетсемпе тата ятарлӑ бронеутиялпа тивӗҫтернӗ васкавлӑ пулӑшу автомобилӗпе паллаштарнă.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ экспозиципе паллашнă вӑхӑтра Курск фельдшерӗпе Юлия Шабалинапа калаҫнӑ.
Шабалина медицина транспорчӗ ҫине атакӑсем чарӑнманнине, анчах Халӑх фрончӗ пулӑшнипе регионти автопарка ҫӗнетнине каласа панă. Вӑл специалистсен пурнӑҫне темиҫе хут та ҫӑлнӑ бронеутиялсен тухӑҫлӑхне палӑртнă. Фельдшер шучӗпе, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫламӑшӗнче халӑхӑн пӗр пайӗн иккӗленӳ сиксе тухнӑ пулсан, хальхи пулӑмсем йышӑну альтернативсӑрлӑхне ҫирӗплетнӗ.
Путин медик сӑмахӗсене хирӗҫ тӑшман ӗҫӗсем унӑн чӑн-чӑн характерне кӑтартнипе килӗшнӗ. Шабалина Украинӑри формированисем фашистла меслетсемпе ӗҫленине, ҫапмалли тӗллевсене суйламаннине хушса каланӑ. Вӑл президента Курск облаҫӗнчи медиксем кирек мӗнле условисенче те ӗҫе малалла тӑсма хатӗррине шантарнă. Тӗлпулу вĕçĕнче Раҫҫей лидерӗ специалиста тав тунӑ, ыталаса илнĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Вячеслав Прокофьев.