Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
5 Кӑрлач 2022, 19:49

Наркотика хирĕçле район комиссийĕ çулталăка пĕтĕмлетнĕ

Пишпӳлек районӗнче 2021 ҫулхи декабрӗн 23-мӗшĕ тĕлне 228 вӑрах алкоголизмпа, икӗ эрех-сӑра психозĕпе чирлӗ ҫын, 13 наркоман, пӗр токсикоман пулнӑ.

Наркотика хирĕçле  район комиссийĕ çулталăка пĕтĕмлетнĕ
Наркотика хирĕçле район комиссийĕ çулталăка пĕтĕмлетнĕ

Декабрӗн 23-мӗшӗнче Пишпӳлек район администрацийӗнче Пишпӳлек район пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ертсе пыракан районти наркотика хирĕç комиссийӗн 2021 ҫулхи юлашки ларӑвӗ иртнӗ. Ларура Пишпӳлек районӗнчи наркотика хирĕç ӗҫ-хӗлне йӗркелемелли итогсем ҫинчен, 2021 ҫулта медицина тӗрӗслевне ирттермелли итогсем ҫинчен, тӗллевлӗ программӑпа тата наркотика хирĕç комиссийӗн 2022 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗн планӗ ҫинчен калакан ыйтусене пӑхса тухнӑ.
Пишпӳлек районӗнче 2021 ҫулхи декабрӗн 23-мӗшĕ тĕлне 228 вӑрах алкоголизмпа, икӗ эрех-сӑра психозĕпе чирлӗ ҫын, 13 наркоман, пӗр токсикоман пулнӑ. Наркотиксемпе кӗрешес енӗпе 2021 ҫулта икӗ преступлени регистрациленӗ, виҫҫӗ вӗҫленнӗ, 16 административлӑ протокол çырнă, вӗсенче иккӗшĕ наркотикпе усă курнăшăн, 13 обязательнăй медицина свидетельствине иртменшĕн.
Кантӑр ӳстернĕ 11 вырăнне тупса тӗп тунӑ. Наркотиксен пилӗк сайтне тупса палӑртнӑ, сведенисене Роскомнадзора янӑ. Ҫулталӑк хушшинче 13 профилактика мероприятийӗ ирттернӗ.
Районта ачасем, яшсем тата ҫамрӑксем хушшинче наркомани профилактики енӗпе хастарлӑ ӗҫ пырать. Право сыхлавӗн органӗсен, сывлӑх сыхлавӗн, вӗренӳ, культура, ҫамрӑксен политикипе спорчӗн секторӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗрле мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Ларăва пӗтӗмлетнӗ май комисси 2030 ҫулччен РФ патшалӑх наркотика хирĕçле политикин Стратегийӗпе пӑхса хӑварнӑ йĕркелÿ комплексне тата РФ патшалӑх наркотика хирĕçле политикин Стратегийӗнче 2030 ҫулччен пурнӑҫламалли мероприятисен планне малалла тӑсма шут тытнӑ. Районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенче тата професси пӗлӗвӗ паракан организацийӗсенче вӗренекен социаллӑ пурнӑҫпа психологи тестне малалла ирттермелле. ПР наркотика хирĕç комиссийӗн 2022 ҫулхи ӗҫ планне ҫирӗплетнĕ. Районти наркотика хирĕç комиссийӗн 2022 ҫулхи ӗҫӗн планне туса хатӗрленĕ тата ҫирӗплетнĕ.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Наркотика хирĕçле  район комиссийĕ çулталăка пĕтĕмлетнĕ
Наркотика хирĕçле район комиссийĕ çулталăка пĕтĕмлетнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: