Ăна наркотик хатӗрӗсене саккунсӑр майпа сутма тӑнӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Салават хула сучӗ 20 ҫулти студент тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫпе приговор кӑларнӑ. 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче айӑпланнӑскер наркотик сутакан интернет-лавка курьерӗ пулса ӗҫленине палӑртнӑ. Стерлитамакра чарнӑ япаласен курттăм партийӗн координачӗсене мессенджер урлӑ илсен, вӑл ăна илсе пӗчӗкрех пайсене уйăрса Ишимбай, Салават тата Стерлитамак хулисенче 19 вӑрттӑн вырӑн хатӗрленӗ. Юлнӑ пайне вӑл общежити пӳлӗмӗнче упранӑ.
«Студентӑн преступлени ӗҫне право хуралӗн органӗсен ӗҫченӗсем чарнӑ, синтетика наркотикӗсене туртса илнӗ. Суд ӑна ҫирӗп режимлӑ юсанмалли колонире 7 ҫул та 6 уйӑх ирӗкрен хӑтарса наказани панӑ», — пӗлтернĕ ПР прокуратурин пресс-службинче.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР прокуратурин видео скриншочĕ.