Ҫак кунсенче Стерлитамакри полици ӗҫченӗсем «Мак» оперативлӑ профилактика мероприяти вӑхӑтӗнче 25 ҫулти вырӑнти ҫынна наркотик хатӗрӗсене упранӑ тесе тытса чарнӑ.
Арҫынна Худайбердин урамӗнчи ҫурт ҫывӑхӗнче чарнӑ. Харпӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче унран порошок евӗр япала тултарнӑ ултӑ полимер хутаҫ тупса туртса илнӗ. Экспертиза туртса илнӗ япала наркотик хатӗрӗ пулнине палӑртнӑ. Тытса чарнӑ ҫын маларах ҫурт ҫывӑхӗнчи вӑрттӑн вырӑна вырнаҫтарнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ вырӑнта полици ӗҫченӗсем синтетика тултарнӑ тепӗр пакет тупса туртса илнӗ.
Арҫын наркотике интернет-лавкка урлӑ туяннине, ӑна вӑрттӑн вырӑн урлӑ илнине йышӑннӑ. Медицина тӗрӗслевӗ иртме килӗшмен вӑл. Пурӑнакан вырӑнта ухтарнӑ чухне чарнӑ япаласене тупман.
Уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑпланакана тӗрмене хупмалли мера суйланӑ.
Пушкӑртстанри МВД наркотик хатӗрӗсене упранӑшӑн тата сарнӑшӑн уголовлӑ яваплӑх пирки аса илтерет.