Стерлитамакра «Вилӗмпе ӑҫта суту-илӳ тунине пӗлтер» акции вăхăтĕнче полици ӗҫченӗсем 46 çулхи хӗрарӑма тата 31 çулхи арҫынна тытса чарнӑ, вӗсенчен 3,6 грамм ытла наркотик япали тупса туртса илнӗ.
Иккӗшӗн те маларах наркотиксемпе ҫыхӑннӑ саккунпа йывӑрлӑхсем пулнӑ. Тытса чарнисем наркотиксене интернет урлӑ харпӑр хӑй валли туяннине пӗлтернӗ. РФ УК 228 статйипе уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, следстви пырать. Хула полицийӗ граждансене наркопреступноçа хирӗҫ кӗрешес ӗҫре сыхӑ пулма, пӗрле ӗҫлеме чӗнет.