Иглинти районсен хушшинчи суд наркотик хатӗрӗсене саккунсӑр майпа сутма хӑтланнӑшӑн айӑплӑ тесе Уфара пурӑнакан 19 ҫулти арҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫпе приговор йышăннӑ.
ПР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫулхи март-апрель уйӑхӗсенче арҫын хӑйӗн пӗлӗшӗпе наркотик хатӗрӗсене сутакан интернет-лавккара курьер пулса мессенджер урлӑ чарнӑ япаласен курттăм партин координачӗсене илнӗ те ӑна илсе кайнӑ. Уфари Российская урамӗнче арендӑна илнӗ хваттерте наркотиксене ваккăн пайсене уйăрса тултарса хула территорийӗнчи вӑрттӑн вырӑнсене вырнаҫтарнӑ, юлнисене пурӑнмалли пӳлӗмре упранӑ.
Йӗкӗт Иглин районӗнчи Подольский ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман тӑрӑхӗнче чарнӑ япаласен ҫӗнӗ партине илнӗ чухне унӑн преступленийӗсене полици ӗҫченӗсем пӳлнӗ. Пурӗ пĕр килограмм ытла синтетика наркотикне туртса илнӗ.
Суд ӑна 200 пин тенкӗлӗх штраф тÿлеттерме тата ҫирӗп режимлӑ юсанмалли колонире 14 ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ. Унӑн хутшӑнаканӗ тӗлӗшпе ӗҫ материалӗсене уйрӑм производствӑна уйӑрнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина /«Башинформ» ИА.