Уфара транспорт полицейскисем наркотик хатӗрӗсене саракан курьера тытса чарнӑ, пӗлтернӗ Раҫҫей МВД транспортра линейлӑ управленийӗнче.
Вӑл Пелепей районӗнчи Приютово ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулти арҫын иккен. Кредит парӑмне ӗҫлесе татас ӗмӗтпе вӑл саккунсӑр ӗҫпе – наркотиксен вӑрттӑн вырӑнӗсене республика территорийӗнче вырнаҫтарассипе — аппаланма тытӑннӑ. Ҫамрӑкскер ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, Уфана куҫса килнӗ, ҫурт-йӗр тара илнӗ, сутма наркотик партийӗсене хатӗрлеме тытӑннӑ.
Айӑпланакана транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем «Дема — Уфа» перегонра тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче хӑрушӑ наркотиклӑ япалапа — N-метилэфедронпа — темиҫе хутӑш пулнӑ.
Халӗ ҫамрӑк преступнике суд ӗҫӗ кӗтет. Ӑна 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: пресс-служба/ Раҫҫей МВД Уфари транспорт ЛУ.