Çутă çул
-2 °С
Юр
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
2 Мартӑн , 11:59

Усак-Кичури вăтам шкулта «Наркотиксене «Çук!» тесе кала» лекци ирттернĕ

Мартăн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери наркоманипе тата наркобизнеспа кӗрешмелли куна паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫак ыйтӑвӑн ҫивӗчлӗхӗ пӗтӗм тӗнчипе наркотиксене пӑхӑнасси эрех-сӑрапа танлаштарсан, чылай тӑтӑшрах тата хӑвӑртрах ҫуралнипе ҫыхӑннӑ. Наркомании — йывӑр чир, вӑл наркотик тытанса тăракан япаласем патне туртӑннипе, ӑна йышӑнма чӑтма ҫук кӑмӑл тунипе палӑрса тӑрать.

Калинин ял хутлӑхӗнчи ҫамрӑксемпе ĕçлекен специалисчӗ А.Д. Зиганшина Усак-Кичури вăтам шкулта вӗренекенсем валли «Наркотиксене «Çук!» тесе кала» лекци ирттернĕ.

Вӗренекенсем наркотиксен тӗсӗсене тата вӗсем ҫын организмне сиенлӗ витӗм кӳнине анлӑрах пӗлнӗ. Ачасем ӑна пӗрре тутанса пӑхсан ӗмӗрлӗхех наркоман пулса тӑнине ӑнланнă, наркоманăн ӗмӗрӗ кĕске пулин те. Ҫавӑнпа та илӗртӳ тем пек пысӑк пулсан та ҫирӗп пулмалла. Тулли сывлӑхлӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ чылай интереслӗрех те усӑллӑрах-ҫке.

#БижбулякскийРайон
#МеждународныйДеньБорьбыСнаркоманийИнаркобизнесом.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

Усак-Кичури вăтам шкулта «Наркотиксене «Çук!» тесе кала» лекци ирттернĕ
Усак-Кичури вăтам шкулта «Наркотиксене «Çук!» тесе кала» лекци ирттернĕ
Усак-Кичури вăтам шкулта «Наркотиксене «Çук!» тесе кала» лекци ирттернĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас