

Пушкӑртстанра 22 ҫулти йӗкӗте тытнӑ, вӑл пӗтӗм Раҫҫейӗпе наркотиксен пысӑк партине сутасшӑн пулнӑ. Унран 1,5 килограмм чарнӑ япала туртса илнӗ, ӑна «тӑвар» теҫҫӗ.
Каччӑ Уфари вӑрманта чарнӑ япаласен вӑрттӑн вырӑнне тупса вĕсене хӑйӗн хваттерне куҫарнӑ. Ухтарнӑ чухне унран 1,5 килограма яхӑн наркотик - «тӑвар» текеннине - туртса илнӗ. Ҫамрӑк çын тĕлĕшпе наркотика уйрӑмах пысӑк виҫепе сутма хӑтланнӑшӑн уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ӑна тӗрмене ӑсатнӑ ӗнтӗ. Халӗ следовательсем ҫак преступленин мӗнпур лару-тӑрӑвне тӗпчеҫҫӗ, тытса чарнӑ ҫын ҫакӑн пек ытти ӗҫе хутшӑннипе хутшăнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Пушкӑртстан Республикинчи Раҫҫей УФСБ информацийӗ тӑрӑх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Надежда Тюнева.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-04-09/v-ufe-zaderzhali-molodogo-cheloveka-s-1-5-kg-soli-4645869