+14 °С
Ясно


Уфара чарнӑ япаласене сутакан интернет-лавккана закладчик пулса вырнаҫнӑ 27 ҫулти вырӑнти ҫын суд умне тӑрӗ. Арҫын тусӗ сӗннипе укҫа ӗҫлесе илме шутланӑ, анчах нумаях ӗҫлеймен.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче полицейскисем ӑна пӗрле ӗҫлекенсемпе пӗрле закладкӑна тухнӑ чухне тытса чарнӑ. Пӗтӗм тавара туртса илнĕ. Хӑйӗн айӑпне ҫамрӑк йышӑнмасть. Халӗ ҫӑмӑл ӗҫлесе илме хӑтланнӑшӑн унӑн суд умӗнче явап тытма тивӗ.