Çутă çул
+14 °С
Ясно

Пушкӑрт хулинче наркотиксен пысӑк партиллӗ курьер-закладчицӑна тытса чарнӑ

Раҫҫей МВД Сибай хулинчи пайӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен ушкӑн ӗҫченӗсем Баймак районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑма, наркотик сутнӑ тесе шухӑшланӑскере, тытса чарнӑ.

Пушкӑрт хулинче наркотиксен пысӑк партиллӗ курьер-закладчицӑна тытса чарнӑПушкӑрт хулинче наркотиксен пысӑк партиллӗ курьер-закладчицӑна тытса чарнӑ
Пушкӑрт хулинче наркотиксен пысӑк партиллӗ курьер-закладчицӑна тытса чарнӑ

Раҫҫей МВД Сибай хулинчи пайӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен ушкӑн ӗҫченӗсем Баймак районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑма, наркотик сутнӑ тесе шухӑшланӑскере, тытса чарнӑ.

Харпӑр хӑй тӗрӗсленӗ чухне хӗрарӑмран порошоклӑ япалаллӑ 50 яхӑн полимер пакет тупса туртса илнӗ. Пушкӑртстанри МВДăн экспертпа криминалистика центрӗ ирттернӗ экспертиза туртса илни пӗтӗмӗшле 38 грамм ытла таякан наркотик хатӗрӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Тытса чарнӑ ҫын Сибай территорийӗнче вӑрттӑн вырӑн — закладка системи урлӑ малалла сарас тӗллевпе Магнитогорскра наркотик туяннине пӗлтернӗ.

Тытса чарнӑ вӑхӑтра усал шухӑшлӑ хӗрарӑм полици ӗҫченӗсене пӑхӑнман, ҫакӑншӑн ăна РФ КоАПӗн 19.3 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пилĕк талӑка арестленӗ.

Раҫҫей МВД Сибай хулинчи пайӗн следстви пайӗ гражданка тӗлӗшпе Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 30-мӗш статйин 3 тата 228.1 статйин 4-мӗш пайӗсенче пӑхса хӑварнӑ преступлени паллисемпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяпа 10 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма палӑртнӑ.

Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗкĕ: ПР МВД пресс-служби.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-05-18/v-gorode-bashkirii-zaderzhana-kurier-zakladchitsa-s-krupnoy-partiey-narkotikov-4690483

 

 

Пушкӑрт хулинче наркотиксен пысӑк партиллӗ курьер-закладчицӑна тытса чарнӑ
Пушкӑрт хулинче наркотиксен пысӑк партиллӗ курьер-закладчицӑна тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас