

Раҫҫей МВД Белорецк районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем наркотик хатӗрӗсене саккунсӑр майпа рекламӑлакан вырӑнти ҫыннӑн ӗҫне чарса лартнӑ. Ҫамрӑк хула ҫурчӗсен умӗсене трафаретсемпе тивӗҫлӗ ҫырусемпе ӳкерчӗксем ӳкернӗ.
Оперативлӑ мероприятисем вӑхӑтӗнче йĕркене пӑсакан ҫын кам пулнине палӑртнӑ. Тытса чарнӑ ҫын тӗлӗшпе тунӑ ӗҫ пирки «Интернет» сетьпе е ытти хатӗрсемпе усӑ курса наркотик хатӗрӗсене пропагандӑласси» протокол ҫырнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе йӗркене пӑсакана 4 000 тенкӗ административлӑ штраф панӑ.
Правӑна сыхлакансем ҫакӑн пек «граффитипе» кӗрешесси приоритетлӑ тӗллев пулнине палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн евӗр ҫырнисем хула сӑн-сӑпатне пӑсаҫҫӗ кӑна мар, ҫынсен, уйрӑмах ҫамрӑксен, сывлӑхӗшӗн чӑн-чӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Полици наркореклама сарнӑшӑн административлӑ кӑна мар, уголовлӑ яваплӑх та пӑхса хӑварнине аса илтерет. МВД ӗҫченӗсем хула ҫыннисене дежурнӑй чаҫсен телефонӗсемпе шанчӑксӑр мĕнпур фактсем пирки те пӗлтерме чӗнеҫҫӗ, регион хӑрушсӑрлӑхӗ кашнин сыхлӑхӗнчен килнине аса илтереҫҫӗ.