

Уфари транспорт полицейскийӗсем вӑйлӑ препаратсене почта урлă сутассине йӗркеленӗ 26 ҫулти хула ҫыннин ӗҫне чарса лартнӑ. Арҫын хӑйӗн хваттерӗнче анаболиклӑ стероидсем тултарнӑ, вӗсене спорт апатланӑвӗ тесе Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионне ӑсатнӑ. Тӗрӗсленӗ чухне тытса чарнӑ ҫынран пӗтӗмпе 1,3 кг ытла анаболиклӑ препаратлӑ 37 пакет туртса илнӗ. Ҫавӑн пекех оперативниксем Уфа почтин икӗ уйрӑмӗнче чарнӑ япаласемпе янӑ 12 посылкӑна ярса илнӗ.
Вӑйлӑ япаласене сутма хӑтланни тата саккунсӑр майпа ҫаврӑнни ҫинчен калакан статьясемпе уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Айăпланакана арестленӗ, ӑна сакӑр ҫул таран ирӗкрен хăтарасси кĕтет.
Раҫҫей МВД Уфари транспорт ЛУ информацийӗ тӑрӑх.