

Раҫҫей МВД Стерлитамак хулинчи управленийӗн наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен пай ӗҫченӗсем планпа пӑхнӑ патруль вӑхӑтӗнче наркотик хатӗрӗсем тупнӑ икӗ арҫынна тытса чарнӑ. Тытса чарнисем иккӗшӗ те — Ишимбай ҫыннисем, маларах темиҫе хутчен те уголовлӑ майпа явап тыттарнӑскерсем.
Чи малтан 35 ҫулти арҫынна чарнӑ. Хӑйне тӗрӗсленӗ чухне унӑн 0,5 грамм таякан чӑмӑркка евӗрлӗ япалаллӑ хут тӗрке тупнӑ, ӑна экспертиза наркотик хатӗрӗ тесе йышӑннӑ. Тытса чарнӑ ҫын ӑна харпӑр хӑй усӑ курма туяннине ӑнлантарнă.
Ҫав кунах полици ӗҫченӗсем тепӗр гражданина — Ишимбайра пурӑнакан 56 ҫулти арҫынна — тытса чарнӑ. Унтан 1,3 грамм ытла таякан порошоклӑ япалаллӑ полимер хутаҫне туртса илнӗ, вӑл та наркотик хатӗрӗ иккен. Фигурант хӑйӗн айăпне йышăннă, хăй усă курма туяннине ăнлантарса панă.
Тытса чарнӑ икӗ ҫын тӗлӗшпе те «Наркотик хатӗрӗсене пысӑк виҫепе саккунсӑр майпа туянасси, упрасси, турттарасси, хатӗрлесси, тирпейлесси» статьяпа уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Асӑннӑ статья вунă ҫул таран ирӗксӗр хӑварма палӑртать.
Хальхи вӑхӑтра полици пулса иртнин мӗнпур лару-тӑрӑвне тата чарнӑ япаласене туянмалли каналсене палӑртма оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттерет.
Раҫҫей МВД Стерлитамак хулинчи управленийӗ граждансене наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗн пысӑк сиенӗ, ҫав шутра административлӑ тата уголовлӑ яваплӑх пирки аса илтерет, ҫавӑн пекех саккунсӑр ҫаврӑнӑш факчӗсем пирки 102 е 112 телефонсемпе пӗлтерме чӗнет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР МВД пресс-служби панӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-07-30/v-sterlitamake-zaderzhany-dvoe-zhiteley-ishimbaya-za-hranenie-narkotikov-4766847