

Уфара саккунсӑр майпа 5 кг ытла наркотик ҫаврӑнӑшӗ пирки пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫпе приговор кӑларнӑ тесе пӗлтернӗ прокуратурӑра.
Уфари Октябрьский район сучӗ Мускав облаҫӗнче пурӑнакан ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫпе приговор кӑларнӑ.
Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен арҫын тупӑш илме наркогруппировкӑри ытти ҫынсемпе пӗрле Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче сутма наркотиксем турттарнӑ.
«2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑл мессенджер урлӑ Самара облаҫӗнчи наркотиксен партийӗн упранмалли вырӑнӗн координачӗсене илсе тултарнӑ. Вӗсене кайран сутас тӗллевпе айӑпланакан Уфана ҫитнӗ, унта ӑна наркотиксене вӑрттӑн вырӑнсене вырнаҫтарнӑ чухне тытса чарнӑ. Саккунсӑр ҫаврӑнӑшран 5 кг ытла чарнӑ япалана туртса илнӗ», — тенӗ Пушкӑртстан прокуратури хыпарӗнче.
Суд арҫынна тăхăр ҫул та вунă уйӑхлӑха тӗрмене хупмалла, ҫирӗп режимлӑ юсанмалли колонире 900 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина | «Башинформ» ИА архивӗ.