

Пушкӑртстан Республикин Пишпӳлек районӗ муниципаллӑ район администрацийӗнче 2026 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче наркотика хирӗҫ кӗрешекен комисси ларӑвӗ иртнӗ.
Ларӑва администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен ҫумӗ, наркотика хирӗҫ кӗрешекен комисси председателӗн ҫумӗ Алексей Данилов ертсе пынă.
Наркотиклӑ ӳсен-тӑран сарӑлассине хирӗҫ тӑрас ыйтусем кун йӗркинче тӑнă. Пишпӳлек районӗн территорийӗнче 2026 ҫулхи майран пуҫласа сентябрьччен оперативлӑ профилактика операцийӗсем ирттернӗ май уй-хирте ӳсекен наркотиклӑ ӳсен-тӑран вучахӗсене тупса палӑртас ӗҫ кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Ҫавӑн пекех Пишпÿлекри МКУ «Вӗрентӳ пайӗ» начальникӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Латыпова Ляйсан Минигалеевна тата Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн ертӳҫи Данилова Галина Леонидовна доклачӗсене итленĕ.
Вӗсем ҫамрӑксене ырӑ ӗҫ-хӗлӗн хастар формисене — волонтер юхӑмне, спорта, ӗҫ пӗрлешӗвӗсене тата ытти ҫул-йӗре — хутшӑнтарасси пирки информаци тӑратнӑ, вӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас тӗллевлӗ.
Кун йӗркинчи ыйтусене сӳтсе явнӑ май ларӑва хутшӑнакансем темиҫе сӗнӳ панă. Ведомствӑсен хушшинчи комисси йышӑнӑвӗпе хушусем панӑ, вӗсене пурнӑҫламалли сроксене палӑртнӑ.
Район территорийӗнче наркотик сарӑлассине профилактикӑлас тата хирӗҫ тӑрас ӗҫ малалла пырать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz