Çутă çул
+20 °С
Облачно
Наркотиксене - çук!
16 Сентября , 07:54

Пушкӑртстанра наркокурьера килограмм ҫурӑ чарнӑ япаласемпе айӑпланӑ

Кун пирки Раҫҫейӗн Пушкӑрт Республикинчи УФСБ пӗлтерет.

Пушкӑртстанра наркокурьера килограмм ҫурӑ чарнӑ япаласемпе айӑпланӑПушкӑртстанра наркокурьера килограмм ҫурӑ чарнӑ япаласемпе айӑпланӑ
Пушкӑртстанра наркокурьера килограмм ҫурӑ чарнӑ япаласемпе айӑпланӑ

Уфари Октябрьский район сучӗ Пушкӑртстанра наркотиксен пысӑк партине сутассине йӗркелеме палӑртнӑ Днепропетровскра ҫуралса ӳснӗ 20 ҫулти ҫамрӑка приговор кӑларнӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Пушкӑрт Республикинчи УФСБ пӗлтерет.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑ преступниксен ушкӑнне йӗркелекенсемпе социаллӑ сеть урлӑ ҫыхӑнӑва тухнӑ. Инструкци илсен вӑл чарнӑ япаласене Уфари Орджоникидзе районӗнчи вӑрманкассинчи вӑрттӑн вырӑнтан — закладкӑран илсе хӑйӗн хваттерне илсе пынӑ. Анчах преступлени шухӑшне вӗҫне ҫитерме ӗлкӗреймен вӑл: ӑна УФСБ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Ухтарнӑ вӑхӑтра тытса чарнӑ ҫынран 1,5 килограма яхӑн синтетика наркотикӗ туртса илнӗ. Суд ҫамрӑка уйрӑмах пысӑк виҫепе наркотиксене саккунсӑр майпа сутма хӑтланнӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ юсанмалли колонире тăхăр ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварма тата 200 пин тенкӗ штраф пама палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне патшалӑх тупӑшне хӑйӗнчен тупнӑ мӗнпур укҫана туртса илнӗ: 575 пин тенкӗ укҫа тата банк счечӗсенче 5 пин тенке яхӑн.
Приговор саккунлӑ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Раҫҫейăн Пушкӑртстан Республикинчи УФСБ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-09-15/v-bashkirii-osudili-narkokuriera-s-polutora-kilogrammami-zapreschennyh-veschestv-4813192

 

 

 

Пушкӑртстанра наркокурьера килограмм ҫурӑ чарнӑ япаласемпе айӑпланӑ
Пушкӑртстанра наркокурьера килограмм ҫурӑ чарнӑ япаласемпе айӑпланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас