

Нефтекамскра наркотиксене курттăм сутакан организациленӗ преступниксен ушкӑнӗн ӗҫне чарса лартнӑ. Йӗрке хуралҫисем икӗ ҫынна айӑпласа тытса чарнӑ.
Ухтарнӑ вӑхӑтра Санкт-Петербургра пурӑнакан 46 ҫулти тата Агидельте пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑмран, маларах судпа айӑпланнисенчен, 3,1 килограмм мефедрон туртса илнӗ. Тытса чарнӑ ҫын интернет-магазинӑн регионти курьерӗнче ӗҫленине, хӑйӗн юлташне ӗҫе явӑҫтарнине пӗлтернӗ. Наркотиксем вӑрттӑн вырӑнсем — закладкӑсем йӗркелеме палӑртнӑ.
Чарнӑ япаласемсӗр пуҫне полицейскисем преступлени тумалли хатӗрсене туртса илнӗ: темиҫе карас телефонӗ, банк карттисем, тараса, упаковка материалӗ, пирус туртмалли хатӗрсем тата сапер кӗреҫи. Фигурантсем тӗлӗшпе «Наркотика уйрӑмах пысӑк виҫепе саккунсӑр майпа сутни, преступлении тума хӑтланни» статьяпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Суд йышӑнӑвӗпе икӗ ҫынна та тӗрмене хупмалли мера суйланӑ. Тытса чарнисем хӑйсен айӑпне туллин йышӑннӑ. Тӗпчев малалла пырать.