Пушкӑртстанӑн Инвестици порталӗнче INVESTRB.RU сервис антикризис пулӑшӑвӗ, кӑҫалхи март пуҫламӑшӗнче ӗҫлесе кайнăскер, импорта улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса паракан тепӗр операци хутшӑннă. Сервис предпринимательсен ыйтӑвӗсем ҫине май килнӗ таран хӑвӑрт хуравлама тĕллев лартнă.
"Тӗп страницӑра "Антикризис пулӑшӑвӗ" уйрӑм блок йӗркеленӗ. Халӗ вара чикӗ леш енчен туянакан продукцие шырамалли даннӑйсене пухма заявка панисӗр пуҫне тата пулӑшу мерисем илмелли ыйтупа заявка памалли операци йӗркеленнӗ. Информацисене чи кӗске вӑхӑтра ĕçлесе хатĕрлесси - профиль ведомствисемпе организацисем валли малта тăракан задача", — пӗлтернӗ INVESTRB.RU ҫӗнӗ сервис пурнӑҫланине Пушкӑртстан патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗн çумĕ Динар Шарафутдинов.
Ҫӗнӗ онлайн-сервиссем туса хурасси патшалӑх управленине цифрӑламалли принципсенчен пӗри тата "Цифра экономики" наци проекчӗн обязательнӑй условийӗсенчен пӗри шутланать. Аса илтеретпӗр, ку нацпроекта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.