#нацпроект
Пушкӑртстанри ӗҫ паракансем ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫтарнӑшӑн федераци субсидийӗсене илме пултараҫҫӗ. Кашни ӗҫе вырнаҫтарнӑ çамрăкшăн патшалӑх пулӑшăвĕ чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫӗ виҫи, район коэффициентне тата страхлав тӳлевӗсен суммине шута илсе, пулать, пӗлтернӗ ПР Çамрӑксен политикин патшалăх комитетĕнче.
30 ҫулчченхи специалистсене ӗҫе илекен компанисем тата предпринимательсем субсидисем илӗҫ. Сӑмах колледжсемпе вузсенчен вӗренсе тухакансем, вӑтам професси е аслӑ пӗлӳ илмен ҫамрӑк ҫынсем, ҫамрӑк инвалидсем, тӑлӑх ачасем тата ҫул ҫитмен ачисен ашшӗ-амӑшӗ пирки пырать.
Ӗҫ паракансен субсиди илес тесен специалистсене суйлама ӗҫпе тивӗҫтерекен центртан ыйтмалла. Ҫакна "Работа России" порталта дистанци кабинечӗ урлӑ тума пулать. Ҫавӑн пекех вӗсен социаллӑ страхлав Фондне заявлени памалла. Ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтерес ӗҫе, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Демографи" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.