2022 ҫулта Пушкӑртстан Республикинче "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче 210 ҫухрӑм çула ытла нормативлӑ пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ, ӗҫсене 102 объектра ирттерӗҫ.
Вӗсенчен 45 объект Уфа агломерацийӗн тата 38 объекчӗ Стерлитамак, регионпа муниципалитетсем хушшинчи автомобиль ҫулӗсене юсамалли 6 объект. Ҫак тӗллевсем валли 8 миллиард ытла тенкӗ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен 3,9 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫул-йӗр наци проекчӗ шайӗнче объектсене 95 процент ытла контрактациленӗ.
Контрактсене вӑхӑтра пӗтерни лайӑх ҫанталӑка палӑртнӑ хыҫҫӑнах нацпроектпа ӗҫе тухма май пачӗ, — палӑртрӗ Пушкӑртстанри транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Булушев.
Сӑмахран, Уфара ҫул-йӗрҫӗсем "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗ шайӗнче урампа ҫул-йӗр сетьне юсама тытӑннă.
Юсав объекчӗсенче кивелнӗ асфальт-бетон витнине ҫӗнни ҫине улӑштарӗҫ, бортри чулсемпе техника йӑрӑмӗсене майлаштарӗҫ, кирлӗ ҫӗрте тротуарсене юсӗҫ. Ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн термопластикпа ҫул ҫине горизонталлӗ йӗр туса хурӗҫ.
https://srk.nationalpriority.ru/press_releases/246454
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.