Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Апрелӗн 2022, 12:55

Пушкăртстанри Исянгулово больницине çĕнĕ оборудовани килнĕ

#нацпроекты  

Пушкăртстанри Исянгулово больницине çĕнĕ оборудовани килнĕ
Пушкăртстанри Исянгулово больницине çĕнĕ оборудовани килнĕ

  УЗИ аппаратне вырнаҫтарса хута янӑ.

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Малтанхи медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ памалли тытӑмне аталантарасси" программа шайӗнче Пушкӑртстанри Исянгулово больницине "РУСКАН 60" УЗИ аппарачӗ килнӗ.

Аслӑ врач Денис Габаутдинов ультрасасӑсене тытакан визуализаци тытӑмӗ пысӑкрах пултарулӑх пуррине палӑртнă. Ҫавна пула врачсем пациентсен шалти органӗсен сывлӑхӗ ҫинчен тӗплӗрех информаци илме пултарӗҫ.

"Рускан-60" тӗпчевсен списокӗ анлӑ: ун ҫинче вар-хырӑма, пÿрене, щит евӗрлӗ пар органӗсен, предстательнăй железа, плевраль пайне, сӗт парĕсемпе шăмă тытӑмӗн, лимфоузелсен, шăк хӑмпин, ал-урана тата ытти органсен УЗИсем иртеҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Сывлăх сыхлав министерстви.  

Пушкăртстанри Исянгулово больницине çĕнĕ оборудовани килнĕ
Пушкăртстанри Исянгулово больницине çĕнĕ оборудовани килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: