Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
4 Майӑн 2022, 20:00

Пушкӑртстанри çывăрма валли таварсем туса кӑларакансем "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнаççĕ

#нацпроект

Пушкӑртстанри çывăрма валли таварсем туса кӑларакансем "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнаççĕ
Пушкӑртстанри çывăрма валли таварсем туса кӑларакансем "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнаççĕ

#нацпроект
Туймазăри "Корона" фабрика Пушкӑртстанри "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне хутшӑннакансенчен 131-шĕ пулнă, пӗлтернӗ регионти экономика аталанӑвӗн министерствин пресс-службинче.
2005 ҫулта йӗркеленӗ компани Ортопеди матрасӗсем, интерьер кровачӗсем, дивансем, пукансем туса кӑларассипе аппаланать, Раҫҫейре ҫывӑрма валли чи пысӑк тавар туса кӑларакансен хушшинче пиллӗкӗшне кӗрет. Пушкӑрт Компетенцийӗсен регионти центрӗн специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, нацпроекта хутшӑннине пула производство тухӑҫлӑхӗ ӳсӗ, тӑкакӗсем чакӗҫ. Ӑнсӑртран мар компани хӑйӗн продукцине сутмалли пасара анлӑлатма палӑртать.
Аса илтеретпӗр, "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакан предприятисем валли республикӑра регионти налук преференцийӗсем тата инвестици активлӑхне хавхалантармалли ытти финанс инструменчӗсем параҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан экономика аталанӑвӗн министерствин сайтӗнчен.

Пушкӑртстанри çывăрма валли таварсем туса кӑларакансем "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнаççĕ
Пушкӑртстанри çывăрма валли таварсем туса кӑларакансем "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: