Пушкӑртстанри ҫул-йӗрçĕсем 2022 ҫулта "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче 24 километрти асфальтпа бетон витӗмне, 13 культурӑпа истори объекчӗсене, ҫавӑн пекех регионта пурӑнакансемпе хӑнасене туртӑнтаракан вырӑнсене ҫӗнетеҫҫӗ.
ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Александр Булушев туризм вырӑнӗсене каякан ҫулсене юсас тата строительство регион аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнине пӗлтернӗ. Ҫулсенчен хӑш-пӗрисене пӗлтӗрех нормативлӑ йӗркене кӗртме тытӑннă. Вӗсен хушшинче Благовещенск районӗнчи Благовещенск—Павловка çулĕн икӗ участокĕ, Уфа районӗнчи "Юматово" санаторине кӗмелли çул, Гафури районĕнчи Стерлитамак—Красноусольск районӗнчи автоçул. ПР Транспорт тата çул-йӗр хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем уйрӑммӑнах нацпроект объекчӗсем ҫумне Федераци ҫул-йӗр агентствин ҫирӗп требованийӗсем лартнине палӑртаҫҫӗ. Чи малтан район пӗлтерӗшлӗ транспортпа ҫуран ҫӳрекен коммуникацисене, урамсемпе вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене пӑхса тухнӑ.
Сбераналитика пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта Уфара 890 пине яхӑн турист килнӗ, 2021 ҫулта вара кунта пӗр миллион ытла турист килнӗ. Туризм вырӑнӗсемпе паллӑ вырӑнсене каякан урамсене юсасси транспорт мелне чылай лайӑхлатасса, паллах, туризма малалла аталантарасси палӑрасса шанаççĕ.
«МГ» информацийĕпе.