#наци проекчĕ
Пелепейре тӗрме замокӗн кварталӗнчи хӳмесене пуҫтараҫҫӗ, пӗлтернĕ муниципалитетра.
Пелепей истори центрӗн ҫурчӗсен комплексне-суту-илӳ речӗсемпе II Екатерина вӑхӑтӗнчи тӗрме ҫуртне нумай пулмасть хӳмесемпе карта тытса ҫавӑрнӑ. Хулан истори центрне чӗртмелли Проект - Пелепей хулин историйӗ пуҫланнӑ вырӑнсем - "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗ шайӗнче иртеҫҫӗ.
Проектӑн тӗп тӗллевӗ - Пелепейӗн историллӗ кварталне ҫӗнетесси. Тӗрме замокӗн çурчĕ пултарулӑх производствисен, культура учрежденийӗсемпе предпринимательсене пӗрлештерекен центр пулса тӑрĕ.
Территорире калаҫмалли уҫлӑхсем пулаҫҫӗ – тӗрме замокӗн площачӗ, вӑйӑ площадки, типӗ фонтан, суту-илӳ речӗсем, павильон-мастерской.
"Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.