#наци проекчĕ
Пушкӑртстан больницинче сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне ҫӗнетмелли программӑна пурнӑҫланӑ май хальхи оборудовани лартаççĕ, пӗлтернӗ регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче .
Вӗсен хушшинче - Киги районĕнчи тӗп больница, хальхи вӑхӑтра "Севкаврентген" рентген диагностика аппарачӗ илнӗскер.
"Ку чухнехи цифра системи диагностика хаклӑхне тата экономика тӗллевӗ тухӑҫлӑхне йӗркене кӗртмелли рентген ӳкерчӗкне илмелли тата имҫамламалли система", - палӑртнӑ ведомствӑра.
Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпӑкне модернизацилемелли Программа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.