Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
9 Июнӗн 2022, 08:58

Ситекпуç клубĕнче юсав ĕçсем малалла пыраççĕ

#нацпроект

Ситекпуç клубĕнче юсав ĕçсем малалла пыраççĕ
Ситекпуç клубĕнче юсав ĕçсем малалла пыраççĕ

2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ситекпуç ялĕнчи культура çуртне тӗпрен юсама тытӑннӑ. Ӗҫе "ООО БелСтрой" строительство фирми туса пырать (Белебей хули, генеральнӑй директорĕ - Фидан Шамильевич Булатов).
Мӗн-мӗн тунине Ситекпуçĕнчи культура çурчӗн сайтӗнче ҫутатса пыраççĕ. Хальлĕхе строительство материалĕ турттарса килеççĕ, урайĕсене сÿтеççĕ, отделка ĕçĕсем пуçланнă.

Аса илтеретпĕр, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров тÿрĕ лини ирттернĕ чухне ситекпуçсем унран клуб çуртне юсаса пĕтерме пулăшма ыйтнă. Каярахпа Хабиров пирĕн района килсен вăл çак ялти клуба хăй килсе курнă, укçа-тенкĕ уйăрма сăмах панă. Ĕçсем пуçланнă, эппин, çывăх вăхăтра ситекпуçсем çĕнелнĕ культура çуртне çÿре пуçлĕç.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн  социаллă сетьри страницинчен.

Ситекпуç клубĕнче юсав ĕçсем малалла пыраççĕ
Ситекпуç клубĕнче юсав ĕçсем малалла пыраççĕ
Ситекпуç клубĕнче юсав ĕçсем малалла пыраççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: