-5 °С
Пӗлӗтлӗ
#наци проекчĕ
Уфа халӑхне Ĕçпе тивӗҫтерекен центр профвĕренÿпе хушма професси пӗлӗвӗ ыйтӑвӗсемпе консультаци кунӗ ирттернĕ.
"Кӑмӑл тӑвакансем пурте консультаци илме пултарнă, ҫав шутра персонификациленӗ вӗренӳ сертификачӗпе тата федераци проекчӗпе "Демографи" наци проектне ӗҫпе тивӗҫтерме пулăшасси, — пӗлтернĕ ĕçпе тивӗҫтерекен столицӑри службӑра.
Унччен "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт ҫыннисем халӗ федераци проектне ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе хӑйсем валли ҫӗнӗ професси тӳлевсӗр илме пултараҫҫӗ. Вӗренӳ тата професси пӗлӗвӗн программин малтанхи хутшӑнакансем занятисене пуҫӑннӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.