Çутă çул
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Июлӗн 2022, 19:52

Стерлитамак - Стерлибашево - Федоровка трасса ҫинчи юсава сентябрьте вӗҫлӗҫ

#наци проекчĕ

Стерлитамак - Стерлибашево - Федоровка трасса ҫинчи юсава сентябрьте вӗҫлӗҫ
Стерлитамак - Стерлибашево - Федоровка трасса ҫинчи юсава сентябрьте вӗҫлӗҫ

#наци проекчĕ
Пушкӑртра Стерлитамак - Стерлибашево - Федоровка трасса участокне юсас ӗҫе 2022 ҫулхи сентябрьте вӗҫлеме палӑртнӑ.
ПР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тăрăх, кунта 3,3 км вӑрӑмӑш ҫул ҫӗнелет. "Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектпа ӗҫлекен ӗҫсене пурнӑҫламалли бюджет 45,3 млн. тенкĕпе танлашать.
"Наци проекчĕн объекчӗсенче малтан подряд организацийĕсем, унтан заказчик, унтан федерацин ҫул-йӗр агентстви йӗркелекен ӗҫсене мӗнле ирттернине нумай усӑллӑ тӗрӗслев йĕркеленĕ. Стерлитамак - Стерлибашево - Федоровка Пушкӑртри виҫӗ муниципалитет районӗнчи транспорт тата хуҫалӑх ҫыхӑнӑвӗсене тивӗҫтерет, ҫавӑнпа субъекта аталантарма стратегилле пӗлтерӗшлӗ", - каласа панӑ республикӑри транспорт министерствин пуҫлӑхӗ Александр Булушев.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Транспорт министерстви.

Стерлитамак - Стерлибашево - Федоровка трасса ҫинчи юсава сентябрьте вӗҫлӗҫ
Стерлитамак - Стерлибашево - Федоровка трасса ҫинчи юсава сентябрьте вӗҫлӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: