Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Июлӗн 2022, 17:58

Иглинра "Таса шыв" программа тӑрӑх ҫӗнӗ водопровод тӑваҫҫӗ

#наци проекчĕ

Иглинра "Таса шыв" программа тӑрӑх ҫӗнӗ водопровод тӑваҫҫӗ
Иглинра "Таса шыв" программа тӑрӑх ҫӗнӗ водопровод тӑваҫҫӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанӑн пысӑк райцентрӗнче шыв скважинисемпе водопровод тӑваҫҫӗ. Халӗ шывпа тивӗҫтермелли тытӑм талӑкра 2,24 пин кубометр шыв тăратать пулсан, объект хӑватне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн талӑкра 5,6 пин кубометр пулĕ.
Ĕçсене пурнăçлама "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн регионти "Таса шыв" программи шайӗнче укҫа-тенкӗ уйӑрнă.
Кил-çурт тата коммуналлă хуçалăх министерствин информацийӗ тӑрӑх, паянхи куна сакӑр скважинӑна та шӑтарнӑ, шыв ӑстаҫи тӑвас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ — траншейӑсене 3 ҫухрӑма яхӑн труба хунӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: ПР Кил-çурт тата коммуналлă хуçалăх министерстви.

Иглинра "Таса шыв" программа тӑрӑх ҫӗнӗ водопровод тӑваҫҫӗ
Иглинра "Таса шыв" программа тӑрӑх ҫӗнӗ водопровод тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: