+1 °С
Пӗлӗтлӗ
#наци проекчĕ
Пишпÿлек районӗнче икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ: Биккулпа Сухоречкӑра. Хальхи тата хӑтлӑ ФАПсем туни "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланипе май килнӗ. Ҫӗнӗ ҫуртсенче халӑха малтанхи медицина пулӑшӑвӗ памалли мӗнпур условисем йӗркеленӗ. Ҫак программа шайӗнче пирӗн районта ҫулсеренех модульлӗ ҫӗнӗ ФАПсем уçни, ҫавна пула ял ҫыннисем пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курни питӗ савӑнтарать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.