Федерацин "Таса ҫӗршыв" проектне пула республикӑра нумай ҫӳп-ҫап куписене пӗтерӗҫ. Ку ыйтӑва РФ правительствин председателӗн заместителӗ Виктория Абраменко ВКС режимӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ.
Федераци проекчӗ республика территорийӗнче Баймак, Благовещенск, Давлеканово, Кумертау, Сибай тата Стерлитамак хулисен чиккисенче вырнаҫнӑ ултӑ санкцилемен ҫӳп-ҫап шатăкне пӗтерме палӑртнӑ. Тата виҫçĕшне —Кумертау, Сибай тата Мелеуз хулисенче, 2021 ҫулта РФ Çутçанталăк министерствинче федераци "Таса ҫӗршыв" проекчӗн резерври переченьне кӗртнӗ.
Справка:
Федерацин "Таса ҫӗршыв" проекчӗ "Экологи" Наци проектне кӗрет, вӑл РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн "Раҫҫей Федерацийӗн аталанӑвӗн 2024 ҫулчченхи тапхӑр валли наци тӗллевӗсемпе стратеги задачисем çинчен" Указ шайӗнче пурнӑҫланать.
«Республика Башкортостан» информацийĕпе.