Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
15 Августӑн 2022, 21:43

Уфа районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Уфа районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Уфа районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ
Уфа районӗнче 21-мӗш номерлӗ хула клиника больницине кĕрекен Лекаревкăра ФАП уҫӑлнă.
Муниципалитетра пӗлтернӗ тӑрӑх, Лекаревкӑри фельдшерпа акушер пункчӗ "Сывлӑх сыхлав" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлакан пуçламăш медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантармалли программӑна пула пулса тӑнă.
Ҫӗнӗ ФАП лаптӑкӗ 65 тӑваткал метр. Унта пациентсене йышӑнма мӗн кирлине пурне те пӑхса хӑварнӑ. Малашне кунта тата аптека пункчӗ уҫма палӑртнӑ.
Паянхи кун тӗлне Лекаревкӑри модульнӑй ФАП Уфа районӗнче вырнаҫнӑ ФАПсенчен саккӑрмӗш пулса тӑнă. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче Пушкӑртстанăн çак районӗнче сывлӑх сыхлавӗн 12 ҫӗнӗ учрежденийӗ уҫӑлнӑ.
"Сывлӑх сыхлав" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.


"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Уфа районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Уфа районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: