Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Сентябрӗн 2022, 15:20

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ту йĕлтĕр курорт пулӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ту йĕлтĕр курорт пулӗ
Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ту йĕлтĕр курорт пулӗ

#наци проекчĕ
Регион Правительствин пресс-службинче каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстанри Мияки районӗнче ҫӗнӗ ту йĕлтĕрпе ярăнмалли курорт пулĕ. Ҫавӑн пек шайри курорт регионта вунпиллӗкмӗш объект пулать. Республикӑра паян 14 ту йĕлтĕр центрӗ тӗрлӗ кӑткӑс та вӑрӑм трассӑллӑ, вӗсенчен 19-шне федераци объекчӗсен переченьне классификациленӗ тата кӗртнӗ.
Инвестор хӑйӗн проектне "Инвестчасра" тăратнă, предпринимательлӗх тата туризм регионти министерстви 2021 ҫултан пуҫласа "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчĕн шайӗнче "Туризмпа тараватлӑх индустрийĕ" консультаци пулӑшӑвӗ парать.
ПР предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Афзалов каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстанри ту йĕлтĕр туризмӗ регион географи уйрӑмлӑхне пула отрасль аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тăрать.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ту йĕлтĕр курорт пулӗ
Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ту йĕлтĕр курорт пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: