Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
Пушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗПушкăртри Мечетлĕ районӗнчи больница уйрӑм медоборудовани туяннӑПушкӑрт ҫыннисене "Раҫҫей шывӗ" акцие хутшӑнма чӗннӗПушкӑрт предприятийӗ Китая пин тонна ытла йӗтӗн экспортланӑЗилаирти тĕп больница хирурги пулӑшӑвне лайӑхлатмалли ҫутаткӑҫ илнӗПушкӑртра нацпроект енӗпе 280 ҫухрӑм ҫул юсĕçШаранти тĕп больницари ҫӗнӗ аппарат 490 ҫынна тӗрӗслеме пулӑшнăПушкӑртри 350 предприяти "ПрофФест" ярмӑрккинче хӑйсен вакансийӗсене тӑратӗҫПушкӑрт шрочĕн пысӑк ушкӑнне Мароккона янă4G пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ сеть Пушкӑртри 28 яла ҫитнӗПушкӑртран ҫӑнӑх экспорчӗ тăватă хут ӳснӗПушкӑртри Кармаскалă районӗнче ҫӗнӗ ФАП тӑваҫҫӗПушкӑртстанри Мелеуз районĕ Германие хуратул кӗрпи ăсатнăПушкӑртра пушар сезонне хатӗрленме пуҫланăПишпÿлекри тĕп больницана куҫса ҫӳрекен рентген-аппарат килнӗНацпроект шайӗнче Зилаирти тĕп больницана ҫӗнӗ УЗИ-аппарат илнӗ104 пин Раҫҫей çынни ҫулталӑкра тӳлевсӗр вĕренме тата ӗҫ тупма пултарӗКармаскалă районӗнче Уфа-Оренбург трасса ҫине каякан кӗпере юсаҫҫӗПушкӑртстан патшалăх пулăшуне интернетпа усӑ курса илекенсен виҫӗ лидерĕ шутĕнче
Пур хыпар та
10
Наци проекчĕсем
21 Сентябрӗн 2022, 12:20

Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет

Нумай ялсенче ӗмӗтленни Ситекпуçĕнче чăнлăха çаврăнать.  

Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет
Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет

 

"Культура" наци проектне тӗпе хурса хатӗрленӗ "Культура хутлӑхӗ" федераци проектне пурнӑҫланӑ шайра Ситекпуçĕнчи Культура çуртĕнче тӗпрен юсас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Рабочисен бригади кӗмелли ушкӑнӑн колоннине металосайдингпа туллатса пӗтерет. Ҫуртăн тулашӗнчен металлоконструкцисене сӑрласа ӗҫӗсене тӑваҫҫӗ, çурт никӗсне çĕнетес ӗҫ те пĕрле пырать.

Нацпроекта пурнӑҫласси тӑватӑ уйӑха яхӑн пырать, паянхи куна пирӗн ҫӗнетнӗ кульутра ҫурчĕ пур. Строительсем питӗ тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ, шалти пӗтӗм лаптăка çĕнетес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ турӗҫ, электромонтаж ӗҫӗсене туса ирттерчӗҫ, санузелсем йӗркелерӗҫ. Строительство ӗҫӗсен калăпăшĕ питӗ анлӑ, ял клубӗ куракансене ҫутӑ тикӗс стенасемпе, ҫӗнӗ маччапа, урайпа, чӳречесемпе, алӑксемпе кӗтсе илӗ. Кунсӑр пуҫне ҫурт фасадне туллатрӗҫ, кӗмелли группӑна юсарӗҫ. Инвалид-колясочниксем валли подъемник лартнă.

Ялти культура çурчĕ наци проектне пула ял ҫыннисене пĕр çĕре пухмалли вырӑн пултӑр тесе пӗтӗм услови пулать. Аса илтеретӗп, Ситекпуçĕнче талантлӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Кунта "Берегиня" юрлакансен ушкӑнĕ, икӗ халӑх коллективӗ — "Сăнлăх халӑх театрӗ тата "Тӑванлӑх" фольклор коллективӗ (кӑҫал "халӑх" ята ҫирӗплетрӗ). Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли пӗрлешӳ клубӗ пур, ачасем валли занятисем ирттереҫҫӗ. Ситекпуç ҫыннисем Культура çуртне чаплӑн уçасса тата пултарулӑх сезонӗн стартне чăтăмсăр кӗтеҫҫӗ.

Ирина МИХАЙЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ирина МИХАЙЛОВА.

 

Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет
Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет
Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет
Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет
Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет
Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет
Ситекпуç ялĕнчи клуб нацпроекта пула ҫӗнелет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: