Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Октябрӗн 2022, 19:42

Раевски ялӗнче ҫӗнӗ парк уҫаççĕ

#наци проекчӗ

Раевски ялӗнче ҫӗнӗ парк уҫаççĕ
Раевски ялӗнче ҫӗнӗ парк уҫаççĕ

#наци проекчӗ
"Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчĕн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проекчӗн шайӗнче 2022 ҫулта Альшей районӗнчи Раевски ялĕнче "Кану паркӗ" общество территорине тирпей-илем кӗртесси пурнӑҫланать. Парк Янаул микрорайонӗнче "Пятерочка" лавка хыҫӗнче вырнаҫнӑ.
Ача-пӑча вӑйă площадкине, кану зонисене, ҫуран ҫӳремелли ҫулсене майлаштарма палӑртнӑ. Спорт площадкине хатӗрлес ӗҫе 12 ҫултан аслӑрах ҫул ушкӑнĕ валли юрăхлă урамри спорт комплексне вырнаҫтарассине палӑртаҫҫӗ. Ҫутатас, ешĕл тум тăхăнтартас, видеокамерӑсем лартас ӗҫсене планлаҫҫӗ.
Кӑҫал Раевски ялӗнче ҫӗнӗ парк уҫӗҫ, унта кӗҫӗн ҫулсенчи ачасемпе аслӑрах ачасем канма тата спортпа туслашма пултарӗҫ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Раевски ялӗнче ҫӗнӗ парк уҫаççĕ
Раевски ялӗнче ҫӗнӗ парк уҫаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: