Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Октябрӗн 2022, 20:15

Пушкӑртстан "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе Топ-3 регион шутне кӗнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе Топ-3 регион шутне кӗнӗ
Пушкӑртстан "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе Топ-3 регион шутне кӗнӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫламалли рейтингра малта пыракан виҫӗ регион йышне кӗнӗ, пӗлтернӗ регионӑн экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин пӗрремӗш вице-премьерӗ Рустам Муратов.
Халӗ республикӑра "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне экономикӑн чĕртавар мар отраслӗсенчи 142 предприяти хутшӑнать. Ку цифра 2022 ҫулхи планран виҫҫӗмӗш пайĕ чухлĕ пысӑкрах. 2,5 пин ӗҫчен перекетлӗ производство никӗсӗсене вӗренме хутшăннă. Пушкӑртстан пур кӑтартусем тӑрӑх та малта пырать.
Пушкӑртстан сентябрь уйӑхӗнче "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне СМИ ҫутатнă рейтингӗнче Раҫҫей регионӗсем хушшинче малти пиллӗкĕш хушшине кӗнӗ.
"Ӗҫ тухӑҫлӑхĕ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе ҫирӗплетнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт правительствин сайчӗ.

Пушкӑртстан "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе Топ-3 регион шутне кӗнӗ
Пушкӑртстан "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫлас енӗпе Топ-3 регион шутне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: