

#наци проекчĕ
Октябрӗн 21-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Ситекпуҫ ялӗнче тӗп юсав хыҫҫӑн вырӑнти Культура çурчӗ чаплӑн уҫӑлнă. Юсав ӗҫӗсене "Культура" наци проекчӗн "Культура хутлӑхӗ" федераци программи шайӗнче пурнӑҫланӑ.
2021 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхĕн Радий Хабировăн тÿрĕ лини пынă чухне Ситекпуç ялĕнчи Культура çуртĕнчи коллектив ертÿçи Инна Никифорова ял Культура çурчӗн юсав ӗҫӗсене вӗҫлеме сӗннӗ.
– Сирӗн Культура çуртне эпир чи ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерӗпӗр. "Эпӗ финанс министрне кирлӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хушӑп", - тенӗ Радий Хабиров.
"Культура" наци проектне пурнӑҫлама 2021 ҫулта бюджет укҫи-тенкинчен 3 658 200 тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа çурт тăррине, ӑшӑтмалли системӑна юсанӑ, ҫавӑн пекех кантӑксене те хӑш-пӗр тӗлте юсанӑ.
2022 ҫулта уйӑрнӑ бюджет укҫи-тенкин сумми 7 268 250 тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫурт фасадне питлеме, крыльцана юсама, çурт никӗсне отмосткăсем тунă, ҫурт тулашӗнчи металлоконструкцисене сӑрламалли ӗҫсем туса ирттернӗ. Шалти пӗтӗм анлӑша пайлас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑ, электромонтаж ӗҫӗсене туса ирттернӗ, санузел йӗркеленӗ. Строительство ӗҫӗсен переченӗ анлӑ, ял клубӗ куракансене ҫутӑ тикӗс стенасемпе, ҫӗнӗ маччапа, урайпа, чӳречесемпе, алӑксемпе кӗтсе илӗ. Кунсӑр пуҫне инвалид-колясочниксем валли электричество подъемникӗ тунӑ.
Культура çуртне уçнă çĕрте Пушкӑртстан культура министрӗн ҫумӗ Ильнур Илдарович Мухьянов, Пушкӑртстан строительствӑпа архитектура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Владимирович Новиков, Пушкӑрт Республикин Пишпÿлек районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, Пишпÿлек районӗнчи Чăвашсен Канашĕн председателӗ, Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов, подрядчик "Белстрой" ООО представителӗсем хутшăннă.
Уяв хӑнисене пултарулӑх хутшӑнӑвӗсем юрӑпа кӗтсе илнĕ. Чаплӑ церемони хыҫҫӑн уявӑн пур хӑнисем те Ситекпуҫ тата Пишпÿлек районӗнчи маҫтӑрсен декоративлă-прикладной искусствин куравӗпе паллашма пултарнă.
Мероприяти Пишпÿлек районӗн "Бижбуляк" гимнне пилĕк чĕлхепе юрланипе тата Пишÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов сӑмах тухса каланипе уҫӑлнă.
Ялти хастарсене Пишпÿлек район администрацийӗн тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Пушкӑртстан Республикин культурӑпа кану ӗҫ-хӗлне аталантарма нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, Пушкӑртстанри Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн тав ҫырӑвӗсемпе культура ӗҫченӗсене чысланӑ.
Ҫав кун куракансемпе хӑнасемшӗн уявӑн уҫӑмлӑ, пултарулӑх номерӗсем Пишпÿлек районӗнчи ансамбльсемпе уйрӑм солистсем юрланă. Стерлитамакри чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗ, патшалӑх театрпа концерт пӗрлешӗвӗ «Сарби» концерта хутшăнни Ситекпуç ҫыннисемшӗн чӑн-чăн парне пулса тӑнă.
Культура çуртне тӗпрен юсасси, паллах, Ситекпуç ялӗнчи культура канӑвне аталантармалли ҫӗнӗ тапхӑр.
Ҫӗнетнӗ ял библиотеки ял ҫыннисемшӗн туртӑм центрӗ, вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли чи юратнӑ вырӑн пулса тӑрĕ.
Культура çурчӗ ӗҫлеме пуҫлансан Ситекпуçĕнче пурӑнакансен ял пуласлӑхне шанасси ҫирӗпленессе шанатпӑр. Кунта кашни ҫыншӑнах кӑмӑла каякан ӗҫ тупӑнӗ, ҫӗнетнӗ площадка пултарулӑх идейисемпе проекчӗсене пурнӑҫлама вырӑнти талантсене май парӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен, Иван Григорьев.