

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республики Атӑлҫи округӗнче "Пуласлӑх кочӗ" программӑламалли проект курсне шкул ачисем ярса панӑ заявкӑсен шучӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать.
Уйăх хушшинче Пушкӑртран пурӗ 4,4 пин заявлени панӑ, вӗсенчен офлайнла вӗренме икĕ пине яхӑнăшне янӑ.
"Пуласлӑх кочӗ" тӳлевсӗр вӗренӳ проектне "Цифра экономики" нацпроект шайӗнче Раҫҫейри Цифра министерстви йӗркеленӗ. Проектпа хальхи вӑхӑтри 8-11 класс шкул ачисене икӗ ҫулхи курсра программӑламалли программӑсене вӗрентессине палӑртнӑ. "Пуласлӑх кочӗ" ҫине заявка пама Госуслуги порталӗ урлӑ юрать https://www.gosuslugi.ru/futurecode
Аса илтеретпӗр, "Цифра экономики" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.