

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Киги районӗнче тӳрех виҫӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ - Ибраевăра, Кандаковкăра тата Алагузовăра, пӗлтернӗ муниципалитетра.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи ҫулла ҫак районти Юсупово ялӗнче ҫакӑн пек ФАП ӗҫлеме тытăннă.
"Халӗ ял ҫыннисем валли хальхи вӑхӑтри требованисене тата санитари нормисене хуравлакан ҫутӑ, ӑшӑ, хӑтлă, кирлӗ инструментсемпе оборудованисемпе комплектланӑ ФАПсем уçăлнă. Ҫӗнӗ ФАПсенче медицинӑпа санитари медицини пулӑшӑвӗ пулать, çав шутра васкавлӑ пулăшу ӗҫĕ те, ҫавӑн пекех медицина анализӗсем илĕç", - каласа панӑ Киги район администрацийӗн пресс-службинче.
Аса илтеретпӗр, пуçламăш медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗн тытӑмне аталантарни - Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службин архивӗ.